| 11671 | Ами хӑй чӗппишӗн пуҫне хума та хатӗр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11672 | Ан ӗҫле ҫичӗ чӗркӗ, ту ҫичӗ ача. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11677 | Анне — ӑшӑ ҫумӑр, амаҫури — пӑр: ҫумӑр ачашласа ӳстерет, пӑр ватса ҫӗмӗрет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11686 | Анне — кил ӑшши. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11673 | Анне алли ачашлама юратать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11674 | Анне алли ҫапсан та ҫемҫен ҫапать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11675 | Анне апачӗ пылтан тутлӑ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11676 | Анне ачашлать — ҫӳҫе май шӑлать, амаҫури ачашлать — вирелле шӑлать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11678 | Анне ӑшши пурне те ҫитет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11679 | Анне ӑшши хӗвел пек. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11680 | Анне вӑл хӑй ҫиес ҫӑкӑрне те, ӗҫес шывне те ачине парать. !!ЧПГӐИ ӐА, III, 311 (1), 35 с. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11681 | Анне вӑл хӗвел те, уйӑх та, ҫӳл тӳпери ҫӑлтӑр та. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11682 | Анне йӗрет — ҫумӑр ҫӑвать, арӑм йӗрет — йӗпхӳ ҫӑвать, хӗр йӗрет — сывлӑм ӳкет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11683 | Анне кӑмӑлӗ — ҫемҫе кӑмӑл. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11684 | Анне кӑмӑлӗ хӗвелрен ӑшӑрах. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11685 | Анне Кепе, унпа вӑрҫма юрамасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11687 | Анне куҫҫулӗ — вӑрӑмлӑх, хӗр куҫҫулӗ — вӑхӑтлӑх. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11688 | Анне куҫҫулӗ шӑлса та типмест, хӗр куҫҫулӗ хӗвелпех типет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11689 | Анне парни чуна ӑшӑтать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11690 | Анне пилӗ пуҫ вӗҫӗнчех тӑрать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11691 | Анне ҫапни кӗҫӗтет, амаҫури ҫапни чуна витет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11692 | Анне ҫилли ҫурхи юр: ӳкнӗ-ӳкмен ирӗлет. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11693 | Анне тӗлне пӗлсе пурнас пулать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11694 | Анне умӗнче камӑн парӑм ҫук? | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11695 | Анне хӗвелтен мала. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11696 | Анне ылханӗ анне сӗтне витеймест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11697 | Аннене манакан манка хыттине те тӑмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11698 | Аннерен вӗреннӗ чӗлхене манма ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11699 | Аннерен мала тӑван ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11700 | Аннерен ҫывӑх тӑван ҫук. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11701 | Аннӳ патӗнчи ачашне милке шӑтӑкне пӑрахса хӑвар теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11702 | Арҫын ача ашшӗ ҫумне ҫыпӑҫать, хӗрача амӑшӗ ҫумне ҫыпӑҫать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11703 | Асат хуҫнӑ ача ӳсмест. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11705 | Аҫа ҫиччӗ те пур, ама пӗрех ҫеҫ теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11704 | Аҫа-ама варӗ — ывӑл-хӗрте, ывӑл-хӗр чӗри — упара. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11711 | Аҫаллӑ-амаллӑ кил ӑш-чиккинче вӑрҫу-тивӗҫу полмасть. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11710 | Аҫаҫори ашшӗне аҫа ҫаптӑр, амаҫори амӑшне амак ҫаптӑр тенӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11707 | Аҫаҫури — арҫури тӑванӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11706 | Аҫаҫури арҫури пек курӑнать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11708 | Аҫаҫури салатать, амаҫури пуҫтарать. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11709 | Аҫаҫурине аҫа ҫаптӑр, амаҫурине амак ҫаптӑр. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11712 | Аҫӑна-аннӗне итлесе пурӑн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11719 | Аҫу мӑрйине ан тӳнтер теҫҫӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11720 | Аҫу ҫуртне ан аркат. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11721 | Аҫу чысне ҫухатсан хӑвӑн чысу ҫухалӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11722 | Аҫу ятне ан варла. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11713 | Аҫу-амуна хисеплемесен, ҫынтан вӑтанмасан пархатар кораймӑн. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11715 | Аҫу-аннӳ ана-ҫаранне нихҫан ан ман. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11716 | Аҫу-аннӳ сывӑ чухне пыр та тутӑ, ҫи-пуҫ та питӗ. | Атте-анне — Ача-пӑча |
| 11717 | Аҫу-аннӳне хисепле. | Атте-анне — Ача-пӑча |